Ӗҫлетӗн-ӗҫлетӗн — ӗҫ укҫине вара тӳлемеҫҫӗ. Республикӑра шалу парӑмӗ темиҫе миллион тенкӗ пухӑннӑ. Кун пирки Чӑвашстат пӗлтерет.
Ҫак уйӑх пуҫламӑшӗ тӗлне парӑм 26 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Авӑн уйӑхӗнчипе танлаштарсан, ку хисеп 14 миллион тенкӗ чакнӑ.
Организацисем мӗншӗн шалу тӳлеймеҫҫӗ-ха? Ытларах чухне ку укҫа ҫуккипе ҫыхӑннӑ. Парӑмӑн ытларах пайӗ — ял хуҫалӑх предприятийӗсен. Ытларах Шупашкар ҫыннисем укҫасӑр лараҫҫӗ (16 миллион тенкӗ). Шупашкар районӗнче те парӑм виҫи пӗчӗк мар: 4,6 миллион тенкӗ.
Республикӑри 17 районпа 3 хулара ӗҫ укҫин парӑмӗ пачах ҫук.
Ҫумӑр ҫунӑран ял хуҫалӑх предприятийӗсем ҫӗрулми пухса кӗртме ӗлкӗрӗҫ-ши? Ку ыйту ҫивӗч. Ҫӗрулмине камӑн мӗнле май пур — ҫапла пуҫтарать.
Ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ӗҫченӗсем те ҫӗрулми пухма тухнӑ. Шупашкар районӗнчи Шемшер ял тӑрӑхӗнчи уй-хирте 50 ҫын «иккӗмӗш ҫӑкӑра» пуҫтарать. Вӗсенчен ҫурри — муниципалитет ӗҫченӗсем.
Уйра 4 техника тӑрӑшать. Ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан пуҫлӑх ятарлӑ график тӑвасси пирки каланӑ. Унта вырӑнти администрацире ӗҫлекенсем пурте кӗрӗҫ.
Хальлӗхе Шупашкар районӗнче 48 гектар ҫӗр ҫинче ҫӗрулми пухнӑ. Пӗтӗмпе вара 110 гектар «иккӗмӗш ҫӑкӑр» лартнӑ пулнӑ.
Шупашкарта Пӗтӗм Раҫҫейри пир тӗртекенсен канашлӑвӗ иртнӗ. Ку ӗҫ пирки тахҫанах маннӑ ӗнтӗ, анчах ӑстасем вӑл паянхи кун та пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине ӗнентереҫҫӗ.
Канашлӑва Раҫҫейри тӗрлӗ регионтан кӑна мар, Германирен, Латвирен, Молдовӑран та килнӗ. Пӗрремӗш семинар Шупашкар районӗнчи Вӑрманкассинче иртнӗ.
Канашлу кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Кӑҫал вара ӑна анлӑрах йӗркеленӗ. Унта тӗлӗнмелле хӑнасем килнӗ. Гамбургри Андреас Мюллер тӗрлӗ континентра пир тӗртме вӗрентет. Вӑл тӗнчипех ӑсталӑх класӗсем ирттерет. Вӑл станоксене хӑй те ӑсталать.
Мускавра та пир тӗртекенсем пур иккен. Елена Маркова пир тӗртме вӗрентет ав. Кашни ӑстан станокӗ расна. Халӗ вӗсене ҫӗнетсех пыраҫҫӗ, вӗсемпе ӗҫлеме ҫӑмӑлрах. Компьютер версийӗсем те пур-мӗн.
Канашлӑва Александр Петров йӗркеленӗ. Вӗсен йӑхӗнче пир тӗртекенсем пулнӑ. Унӑн шухӑшӗпе, ку ӗҫӗ ҫамрӑксене вӗрентмелле, вӗсем те пир тӗртчӗр. Ара, Чӑваш Енре кунашкал ӑстасем пур-ха. Вӗсем ку ӗҫе аталантараҫҫӗ, несӗлсен туприне упрама тӑрӑшаҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫӗнче вырнаҫнӑ «Чӑваш бройлерӗ» чӑх-чӗп хапрӑкне панкрута кӑларман.
Ӗнер, юпан 4-мӗшӗнче, ку предприятипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва пӑхса тухассине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, «Ваша марка» тулли мар яваплӑ общество хапрӑка панкрута кӑларас тесе кӑҫалхи ҫӗртмен 7-мӗшӗнче суда тухнӑччӗ. Ӗнер иртнӗ ларура суд ку ыйтӑва тивӗҫтермен.
Лару-тӑрӑва хытах тишкерекенсем тата тӗплӗн сӑнакансем «Чӑваш бройлерне» хӑйӗн умӗнче парӑма кӗрсе кайнӑ тесе айӑплама тӑрӑшакан «Ваша марка» общество чӑх-чӗп хапрӑкӗн 51 процентне тытса тӑракан Александр Четвериков акционерпа ҫыхӑннӑ, панкрута кӑларма юри хӑтланнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Аса илтеретпӗр, хапрӑкӑн тепӗр 49 проценчӗ — Чӑваш Республикин харпӑрлӑхӗнче. Хӑйӗн акцине маларах республика сутса яма та пӑхнӑччӗ, анчах туянакан тупӑнманччӗ.
Чӑваш Енре тепӗр стела вырӑн тупнӑ. Вӑл — Шупашкар районӗнчи Ишлей ялӗнче.
Ку стела тӑван кӗтесе юратнине кӑтартать. Хальхинче ӑна Ишлейре вырнаҫтарнӑ. «Я люблю Ишлеи» (чӑв. Эпӗ Ишлее юрататӑп) тесе ҫырнӑ унта. Шел, чӑвашла саспаллисемпе ҫырман...
Стелӑна кафе умӗнче вырнаҫтарнӑ. Сӑмах май, кунашкал стелӑсене темиҫе ҫул ӗнтӗ Раҫҫейри чылай хулара лартаҫҫӗ. Чӑваш Енре вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта, Ҫӗмӗрлере, Канашра пур.
Иртнӗ эрнекун Шупашкар районӗнче автобуса чарнӑ. Унта Узбекистанран килнӗ 54 ҫын пулнӑ.
Ҫул-йӗр ӗҫченӗсем вӗсен докуменчӗсене тӗрӗсленӗ. 15 пассажирӑн Раҫҫейре пулма ирӗк панӑ докуменчӗ срокран тухнӑ-мӗн. Узбексем хӑйсем каланӑ тӑрӑх, вӗсем Тӗп федераци округӗнчен шапашран таврӑннӑ.
Апла-и, капла-и: инспекторсем йӗркене пӑснӑ узбексем тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Шупашкар районӗн сучӗ вӗсене 2 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелли пирки постановлени кӑларнӑ.
Халӗ ҫав узбексем Раҫҫее 5 ҫул килеймӗҫ.
Ҫутҫанталӑкӑн хӑйӗн саккунӗ те кӗр енне пушшех те ун кӑмӑлне пӗлсе ҫитерме йывӑр. Республикӑри хӑш-пӗр хуҫалӑхра халӗ ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ. Ҫанталӑк ҫумӑрлӑрах тӑнине кура копалкӑпа та кӑлараҫҫӗ, ҫавна май пуҫтарма ҫынсене илсе тухаҫҫӗ. Хальлӗхе мӗнпур лаптӑкӑн ҫуррине кӑна кӑларма ӗлкӗрнӗ-ха. Хирте 47 комбайнпа 73 копалка ӗҫлет.
Красноармейски районӗнче вӑрлӑхшӑн ӳстернӗ куккуруса вырса тӗшӗлеме тухнӑ. Ҫак культурӑна ытти ҫӗрте те, сӑмахран, Вӑрнар, Шупашкар районӗсенче, акса хӑварнисем пур.
Кӗрхисене акасси те малалла пырать. Иртнӗ уйӑхӑн 30-мӗшӗ тӗлне палӑртнин 93,9 процентне ҫӗннӗ. Планпа пӑхнине Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк районӗсенче пӗтернӗ.
Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗнче «Самая читающая семья» (чӑв. Чи вулакан ҫемье) республикӑри конкурс ӑмӑртӑвне пӗтӗмлетнӗ. Чи вулаканнисем Канашпа Етӗрне хулисенче тата Кӳкеҫ поселокӗнче пурӑннине палӑртнӑ.
Харӑс ларса вулама кӑсӑклине республикӑри 58 ҫемье ӗнентерме тӑрӑшнӑ. Вӗсем — 15 районпа 4 хуларан. Ку шутра Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк тата Тӑвай районӗсем, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш тата Етӗрне хулисем пур.
Конкурсра Канашри Игнатьевсем, Етӗрнери Семеновсем тата Кӳкеҫри Ташковсем ҫӗнтернӗ. Конкурса хутшӑннисене хаклама Галина Белгалис тата Елена Светлая ҫыравҫӑсем хутшӑннӑ.
Шупашкар районӗнчи Ленин ячӗллӗ ял хуҫалӑх кооперативӗнче ҫынсене ҫӗршывра ҫирӗплетнӗ чи пӗчӗк шалуран, 7500 тенкӗрен те, сахалтарах тӳленӗ.
Пӑтӑрмаха Шупашкар районӗнчи прокуратура ӗҫ укҫине епле тӳленине тӗрӗсленӗ чухне асӑрханӑ. Кунсӑр пуҫне Апашри хуҫалӑхра (Ленин ячӗллӗ ял хуҫалӑх производство кооперативӗн кантурӗ унта вырнаҫнӑ) ӗҫ укҫипе те вӑхӑтра татӑлма васкамаҫҫӗ иккен.
Ӗҫ саккунне пӑснӑ хуҫалӑх ертӳҫи тӗлӗшпе прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Материала республика Ӗҫ инспекцийӗ пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн директора 5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Сӑмах май каласан, асӑннӑ районти панкрута тухас патне ҫитнӗ «Чӑваш бройлерӗ» чӑх-чӗп хапрӑкӗнче те ҫынсене вӑхӑтра шалу тӳлемеҫҫӗ.
Чӑваш Ене васкавлӑ пулӑшу ураписем ҫитнӗ. Вӗр ҫӗнӗ те хальхи самана ыйтнипе килӗшсе тӑраканскерсен уҫҫисене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура валеҫнӗ. Элтепер Администрацийӗн пресс-служби сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, урапасене Раҫҫей Правительствин хушӑвӗпе уйӑрнӑ.
Васкавлӑ пулӑшӑвӑн республикӑри станцийӗн тӗп тухтӑрӗ Алексей Федоров та урапасене пысӑка хурса хакланӑ. «Мӗн кирли вӗсенче йӑлтах пур», — ырланӑ тухтӑр васкавлӑ пулӑшу машинисене.
Васкавлӑ пулӑшу 13 машини шутӗнче 1 реанимобиль те пур. Вӗсене пурне те кирлӗ медицина оборудованийӗпе тивӗҫтернӗ. Ҫӗнӗрен ҫитнӗ урапасем Шупашкар, Хӗрлӗ Чутай, Пӑрачкав районӗсене тата Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисене ӑсаннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |